
2014 вӗҫленнӗ май «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ «Сӑвӑпа чӗрем юрлать, чун чӑвашлӑхшӑн ҫунать» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Хаҫатра ӗҫлекенсем республикӑри ачасем ҫулталӑк тӑршшӗпех хастар пулнине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем редакцие тупӑшнӑ евӗр ҫырусем вӗҫтернӗ. Кашниех сӑвӑсенче тӗрлӗ темӑна хускатма тӑрӑшнӑ. Чылайӑшӗн сӑвви хаҫатра пичетленме тивӗҫ пулнӑ. Ку — пысӑк хисеп.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ шкулта вӗренекен Юлия Адюкова тивӗҫнӗ. Вӑл 8-мӗш класра ӑс пухать.
Ытти ҫӗнтерӳҫе те палӑртмалла: Наташа Христофорова (Вӑрмар районӗ, Енккасси шкулӗ), Ольга Абросимова (Тутарстан, Аксу районӗ, Кивӗ Саврӑш), Аня Николаева (Куславкка районӗ, Кунер шкулӗ).
2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Аслӑ Елчӗкри Г.Н. Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта педагогика патриархӗн, аслӑ учителӗн, ӑслӑ, талантлӑ ҫыннӑн, Г.Н. Волковӑн ҫуралнӑ кунне халалласа чӑваш халӑх юррисемпе йӑла-йӗркисен фестивалӗ иртнӗ.
Уява 1 класран пуҫласа 11 классем хутшӑннӑ. 1–4 классенче вӗренекенсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Пӗчӗк каччӑсемпе пикесем чӑваш тумне тӑхӑнса, сӑпка юрри юрлани пурне те тыткӑнланӑ. Чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе вара вӑтам тата аслӑ ӳсӗмрисем паллаштарнӑ: салтака ӑсатнӑ, вӑййа тухнӑ, уллах ларнӑ. 5 класра вӗренекен ачасем вара (хатӗрлекенӗ — Н.З. Хушкина) чӑваш халӑх еткерлӗхне, чӑваш чӗлхи пуянлӑхне хӑйсен пултарулӑхӗпе уҫӑмлӑн кӑтартса панӑ. Фестивале Г.Н. Волкова хисеплекенсем, унӑн ӗҫне малалла тӑсакансем, вӗрентекенсем тата унӑн мӑнукӗсем пуҫтарӑннӑ.
Сӑнсем (16)

Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ял тӑрӑхӗнче тавралӑха тасатассипе уйӑхлӑх ирттерессине пӗлтернӗ. «Кӗркунне пуҫтарса хӑварсан ҫуркунне ҫӑмӑлтарах пулӗ», — теҫҫӗ вӑл тӑрӑхрисем.
Ӗнер аслӑ елчӗксем тавралӑха тирпейлеме тухнӑ. Унта вырӑнти ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекенсем, культурӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ. Вӗсем ҫӑва территорине пуҫтарнӑ. Шалтине кӑна мар, тулаш енчен те. Йӗри-тавралли ҫӳп-ҫапа пухса вӗсем тиесе кайнӑ. Ляпун вӑрманне такамсем йӑлари хытӑ каяша пырса тӑкнине пуҫтарса тасатнӑ.
Сӑнсем (6)
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Елчӗк хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлани пирки ҫырнӑччӗ. Халӗ тата Аслӑ Елчӗк ялӗ 455 ҫулхине пуҫтарӑннӑ. Уява вӗсем эрнекун ирттернӗ.
Елчӗк тӑрӑхӗнчи нумай ялти евӗрех вӑл енчисем уява чиркӳре пуҫлаҫҫӗ. Аслӑ Елчӗкре те ҫавӑн пек пулнӑ. Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗнче уяв литургийӗ иртнӗ. Унта пынисене Максим пачӑшкӑ ял уявӗпе саламланӑ. 11 сехетре тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ пуҫланнӑ. Эстафетӑна шкул ачисем кӑна мар, урамсен командисем те старта тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти информаципе культура центрӗнче ал ӑстисен куравӗ ӗҫленӗ. Сӑмахран, унта Галина Тимофеева, Елена Антонова, Нина Григорьева тата Александра Игнатьева хӑйсен ӗҫӗсене кӑтартнӑ.
Уяв ячӗпе кашни урам хӑйӗн сӗтелне хатӗрленӗ. Унта тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ лартса тухнӑ. Тябуков урамӗнче пурӑнакан хӗрарӑмсем нацм тумне тӑхӑнса тухнӑ.
Уявӑн официаллӑ пайне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов (вӑл Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ) пырса ҫитнӗ.
«Аслӑ Елчӗк ялӗн хисеплӗ ҫынни» ята «Спутник-1» ООО пуҫлӑхӗ Василий Чернов тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне ялти хӑтлӑ вырӑнсен смотр-конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Пулӑ тытма кӑмӑллакансем ҫанталӑкӑн кирек хӑш пулӑмӗнче те ӑмӑртусем йӗркелеме май тупаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Аслӑ Елчӗк ялӗ ҫумӗнчи Тӗпсӗр кỹлӗ тӗрлӗ ỹсӗмри ҫынсен сассипе тулнӑ. Пулӑ тытма юратакансем В.Н.Грядкин милици майорне асӑнса йӗркеленӗ пулӑҫсен ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ, тӗрлӗ конкурсра тӗрӗсленнӗ. Елчӗк ялӗн «Ржавый крючок» команди (ертỹҫи Д. Кузнецов) чи пултарулли пулнӑ. Аслӑ елчӗксен «Клевая рыбалка» (А. Мешков), Елчӗксен «Рыбаки» А. Кудряшов командисем иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. А. Тябуков «Чи пысӑк пулӑ тытакан», Д. Кузнецов «Чи нумай пулӑ тытакан» номинацисенче ҫӗнтернӗ.
Хаваслӑ тӗлпулу тутлӑ пулӑ шỹрпипе сӑйланнипе вӗҫленнӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне йӗркеленӗ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.
Ку ӑмӑртӑва пурӗ 173 ӗҫ ҫитрӗ. Вӗсенчен 157-шне хакларӑмӑр. Хаклав калӑпӑшӗ пысӑк пулнӑран кая юлса ҫитнӗ ӗҫсене хак пама ӗлкереймерӗмӗр. Анчах пӑшӑрханма кирлӗ мар — вӗсем те хутшӑнни пирки ӗнентерӳ хутне илӗҫ.
Хаклав ӗҫне виҫҫӗн ирттертӗмӗр: тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» телеканалӑн ертӳҫи Олег Цыпленков (вӑл видео пахаларӗ), Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников (ӳкернӗ чухне усӑ курнӑ фона хак пачӗ), Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова (интонаци тӗлӗшӗпе хакларӗ). Хаксене парса тухнӑ хыҫҫӑн эпир ҫапла пӗтӗмлетӳ турӑмӑр: интонацишӗн 100%, видеошӑн — 70%, фоншӑн — 50%. Интонацие мала лартнине ҫакӑнпа сӑлтавларӑмӑр — ача е хутшӑнакан сӑвва лайӑх вулать пулсан видео пахалӑхӗ япӑхрах пулсан та ӑна тепре ним мар чаплӑ техникӑпа ӳкерме пулать. Тивӗҫлӗ шайра сӑвӑ калаймана вара вӗрентме — йывӑртарах, кунта нимӗнле техника та ҫӑлаймӗ.

Нумаях пулмасть Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Стиль территорийӗ» ятпа ҫи-пуҫ дизайнӗн тата декоративлӑ прикладной ӳнерӗн конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна Пӗтӗм тӗнче шайне кӑларнӑ.
Унта маларах Чӑваш Енрисемсӗр пуҫне Казахстанри Актобе хулинчи К. Жубанов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн тата Мари Эл студенчӗсемпе вӗренекенӗсем хутшӑннӑ.
Конкурса хутшӑннӑ ӗҫсен шучӗ 180-ран та иртсе кайнӑ. Декоративлӑ прикладной ӳнерте «Текстиль» номинацире Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен икӗ хӗрача ҫӗнтернӗ. Татьяна Хушкина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Наталья Ефимова — 3-мӗш.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче Раҫҫей чемпионӗн А.В. Горшковӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн кире пуканӗ йӑтас енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ.
Турнира Канаш районӗнчи Янкӑлч шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ: А.Романова, М.Подилкина, С.Шемякина, В.Филиппова. Вӗсен маттурлӑхне палӑртмалла. Тупӑшу пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн Янкӑл шкулӗн команди 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ушкӑн ертӳҫи Валерий Филиппов та хӑйӗн виҫе категорийӗнче 1-мӗш вырӑн илнӗ.

«Пуҫлӑхсем ача ҫуратма хушрӗҫ», — тесе каларӗ «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурс ҫӗнтерӳҫисене саламлама пуҫтарӑннӑ мероприятие кайса курнӑ пӗлӗшӗм. Те пуҫлӑхсем каланине тӑнлаҫҫӗ, те пӗр ачапах ҫырлахманнисене патшалӑх амӑш укҫи парса пулӑшнӑран иккӗмӗш е унтан та ытларах хут ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑма килӗшекенсен йышӗ республикӑра ӳссе пырать-мӗн. Иртнӗ ҫул, акӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 10 процент йышланнӑ.
«Ҫулталӑк ҫемйи» республикӑри конкурсра хутшӑннисене тӗрлӗ номинаципе чысланӑ: хӑшӗсене — ӗҫченлӗхшӗн, теприсене — пултарулӑхшӑн, виҫҫӗмӗшсене — спортпа туслӑ пулнӑшӑн… Аслӑ Елчӗкри Адюковсем вара «Ҫулталӑк ҫемйи» ята тивӗҫнӗ.
Тепӗр виҫӗ уйӑх ытларахран Шупашкарта паллӑ ӑсчаха, этнопедагогика шкулне йӗркелесе янӑ Геннадий Волкова халалласа палӑк уҫмалла. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Шупашкар депутачӗсен пухӑвӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернине тӗпе хурсан.
Геннадий Волков кӗнекине алла пӗр илсен вӗҫертес килмест. Унӑн ӗҫне пӗрремӗш хут тытсан: «Пӗр-пӗр ӗҫе хӑнӑхтарса е йӗркене ӑша хывтарса кукамай ытарлӑн каланӑ сӑмахсем вӗт кунта», — тесе антӑхса каяссӑн вулани халӗ те асрах. Ара, ырӑпа усала уйӑрма шур сухалсем сӗтеле чыша-чыша, пыр шӑтӑкӗ ҫурӑлса каясла кӑшкӑрса вӗрентмен-ҫке. Вӗсен ӑслайӗнче халӑхӑн ламран лама куҫса пыракан вышкайсӑр ӑс-тӑнӗ палӑрнӑ.
Геннадий Волков академик Германири вӗренӳ заведенийӗсемпе те тачӑ ҫыхӑну йӗркелесе янӑ. Вӑл ертсе пынипе Цюрихри, Берлинти, Регенсбургри, Эрфуртри, Йенӑри, Софийӑри, Бишкекри университетсенче пирӗн халӑхӑмӑрӑн этнопедагогики пирки лекцисем вуланӑ.
Палӑк республикӑн тӗп хулинчи Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ Геннадий Волков академикӑн скверӗнче пулмалла.
